Туслǎх, çитĕнÿ - пĕрлĕхре.

Туслǎх, çитĕнÿ - пĕрлĕхре.

Ăнланса, килĕштерсе пурǎнаççĕ Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулти учительсем тата вĕренекенсен ашшĕ-амǎшĕсем. Кǎçалхи 11-мĕш класра вĕренекен ачасем çакǎн пек йышǎну турĕç, хǎйсен класне тĕпрен юсав ĕçĕ тума шутларĕç.Çакǎнпа вĕсен ашшĕ-амǎшĕсем те пĕр кǎмǎллǎ пулчĕç. Кĕске вǎхǎтра укçа-тенкĕ тупса, кирлĕ ĕç хатĕрĕ илсе ĕçе пикенчĕç. Виçĕ кун хушшинче класа калама çук  илемлĕ туса хучĕç. Çутǎ, илемлĕ класран халĕ тухас та килмест тата лайǎхрах вĕренес килет. Уйрǎмах 11-мĕш класри хастар ашшĕ-амǎшĕсене асǎнса хǎварас килет: Рыжов А.И., Рыжова Е.П.,Кириллов А.В.,Хрисанова Ц.Н., Салмина А.Ю.,Абдулкина А.Н., Абдулкина Н.П., Александрова В.И., Яковлева Е.В., Суркова Н.В.

Шкул администрацийĕ тата пĕтĕм шкул ачи вĕсене пысǎк тав сǎмахĕ калать.

Çакǎн пек пархатарлǎ ĕçе çулран çул йǎлана кĕртсе пырасса шансах тǎраççĕ ашшĕ-амǎшĕсем. Кунран кун илемлентĕр, капǎрлантǎр пирĕн шкул!