«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2024» акци иртрĕ

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2024» акци иртрĕ

Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2024» акци иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут санталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă.

 Акцин тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Акцие хутшăнса чăвашла пĕлекен кашни çын хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме пултарать.

Лаш Таяпари В.В.Андреев ячеллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул  вĕренекенĕсем те Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнчĕç. Диктант çыракансен йышĕ çулсерен ÿссе пыни тăван чĕлхе вĕрентÿçисене савăнтармаллипех савăнтарать. Пĕтĕм чăваш диктантне кăçал пурĕ 30 ача хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсем Çемен Элкер хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ «Чăваш вăрманĕ» ятлă текста шкулта 13.00 сехетре çырчĕç. Чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем экспертсем пулса малтан диктант çыртарчĕç, кайран вара тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿ турĕç. Шкул ачисенчен 16-шĕ «5» паллă илчĕ, «4» паллă илекенсен шучĕ 7 пулчĕ, «3» илнисем вара 7 ача.

Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!

Источник: МБОУ "Лащ - Таябинская СОШ им. В.В.Андреева", Теренина А.Н.